Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тен, тӗлпулар

Эс яла килсен, урама тухсан
Пӗтӗм хӗре ҫамрӑксене ҫунтаран
Вӗсен хушшинче суйларӑн эс мана
Мӗнпе илӗртрӗм савниҫӗм эп сана?
Вӗсен хушшинче суйларӑн эс мана
Мӗнпе илӗртрӗм савниҫӗм эп сана?

Хушса юрламалли:
Эп сана палланӑ малтанах
Эп сана курман тахҫантанпах
Ӑҫта эс ҫӳренӗ, курӑнман?
Мӗншӗн маларах тӗл пулайман?
Эп сана юратнӑ чунтанах
Эп сана савса, кӗтнӗ санах
Анчах кӗтсе илейменнипе
Пурнӑҫа ма ҫыхрӑм тепринпе?

Тен, тӗл пулӑпӑр сакӑрвуннӑра
Кама кирлӗ эпир санпа ватлӑхра
Ун чух хамӑра та тусӑм пӑхмалла
Савни ӗмӗр иртсе каять пулмалла
Ун чух хамӑра та тусӑм пӑхмалла
Савни ӗмӗр иртсе каять пулмалла

Хушса юрламалли:
Эп сана палланӑ малтанах
Эп сана курман тахҫантанпах
Ӑҫта эс ҫӳренӗ, курӑнман?
Мӗншӗн маларах тӗл пулайман?
Эп сана юратнӑ чунтанах
Эп сана савса, кӗтнӗ санах
Анчах кӗтсе илейменнипе
Пурнӑҫа ма ҫыхрӑм тепринпе?

Эп сана палланӑ малтанах
Эп сана курман тахҫантанпах
Ӑҫта эс ҫӳренӗ, курӑнман?
Мӗншӗн маларах тӗл пулайман?
Эп сана юратнӑ чунтанах
Эп сана савса, кӗтнӗ санах
Анчах кӗтсе илейменнипе
Пурнӑҫа ма ҫыхрӑм тепринпе?
Анчах кӗтсе илейменнипе
Пурнӑҫа ма ҫыхрӑм тепринпе?

MP3

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Иовлева Елена /ытти юррисене тупма пултаратӑр/
Чӑвашла юрӑсен лирики


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-12-06 18:51:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2710 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем